Ака уйăхӗн 25-мӗшӗнче Сухайкасси вăтам шкулӗнче пуҫламăш классенче вӗренекенсем И. Я. Яковлев ҫуралнă куне халалласа калаҫу ирттерчӗҫ. Вӗсене вӗрентекенсем М.Н. Иванова, Л.Н.Зотикова тата А.В. Федорова чăваш халăх просветительне халалланă презнтаципе паллаштарчӗҫ.
Вӗренекенсене ҫак калаҫну нумайлăха асра юлӗ, мӗншӗн тесен И.Я.Яковлев чăваш ачисем валли кăларнă пӗрремӗш букварӗпе алфавичӗ ачасен кăмăлне кăсăклантарчӗ, вӗренекенсем малалла та чăваш чӗлхине юратса вӗренесси ҫинчен шантарӗҫ.