Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче пирĕн патра хăнара Тутар Республикин паллă юрăçи тата педагогĕ Шигалов Солтан Фидаисович пулчĕ. Вăл 1-11 класс ачисене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Тĕрлĕ инструментпа янăранă кĕвĕ-юрă ачасене тыткăна илчĕ. Вĕренекенсем тĕрлĕ халăх юрри-ташшипе паллашрĕç. Тĕл пулу чăваш халăх юррипе вĕçленчĕ.
Ака уйăхĕн 25 –мĕшĕнче Шупашкарта Трактор тăвакансен кермен çуртĕнче «Чĕре кĕвви» уяв иртрĕ. Çак кун Чăваш наци конгресĕ чăвашлăха упраса хăварас енĕпе тăрăшса ĕҫленĕшĕн республикăри хастар учительсене чысларĕ. Пирĕн шкултан пуҫламăш классене вĕрентекенĕ Иванова М.Н. та Тав хутне илме тивĕç пулчĕ.